Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Строительство
26 Майӑн 2020, 13:40

„Шульган-Таш” музей комплексĕ туса лартĕç

Бурзян районĕнче „Шульган-Таш” историпе культура комплексĕн çуртне 2020 çул вĕçлениччен туса лартĕç. Ăна Капова ту хăвăлĕн сайра йышши илемлĕ тавралăхне сыхласа хăварас тĕллевпе тăваççĕ. Строительство ĕçĕсем епле пынипе республика Пуçлăхĕ паллашнă.

Проект тăрăх музей çурчĕ виçĕ хутлă, унăн лаптăкĕ 4 пин тăв.м ытла пулĕ. Кунта наукăпа тĕпчев комплексĕ, фондохранилище, археологи экспоначĕсен музейĕ, тĕрлĕрен форумсем ирттерме икĕ конференц-зал пулма тивĕç. Объектăн хакĕ – 350 млн тенкĕ.
- Ку ахаль музей кăна мар, паллă наука-тĕпчев, вĕрентÿ тата этнокультура центрĕ пулĕ. Строительсем ĕçе вĕçлесен, эпир шалти тытăмĕ енĕпе ĕçлĕпĕр, - каласа парать Пушкăртстанăн культура еткерлĕхĕн куçми объекчĕсене упрас тата вĕсемпе усăланас енĕпе наукăпа производство центрĕн директорĕ Данир Гайнуллин.
Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ объекта 2021 çулта уçни туристсен йышне ÿстерĕ. Шуратăл юханшыв хĕррине те тирпей-илем кĕртĕç. Кунта причал тата пляж зони те пулĕ.
Тĕплĕнрех кунта вулăр: https://glavarb.ru/rus/press_serv/novosti/133010.html
Читайте нас: