Аургазă хыпарçи
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Строительство
8 Ноябрӗн 2019, 16:35

Аургазă районĕнче бассейн урăх вырăнта тăвĕç

Толбазă ялĕнчи физкультурăпа сывлăха лайăхлатмалли комплекса урăх вырăнта тăвасси çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ предпринимательсемпе иртнĕ тĕлпулу вăхăтĕнче каласа пачĕ.

Паян район руководителĕ Зуфар Явдатович предпринимательсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Унта вăл пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, кĕскен малашлăхри хăшпĕр плансемпе паллаштарчĕ.
Аургазăсене тĕрлĕрен ыйту хумхантарчĕ: предприниматель пулас тесен мĕнле пахалăхсем кирлинчен пуçласа районта пысăк объектсем туса лартасси таран. Çаплах ФОК пирки те ыйтрĕç - строительство ĕçĕсем мĕншĕн чарăннă-ха?
Зуфар Явдатович бассейн тума тивĕçлĕ йĕркепе пулĕ тесе шантарчĕ, анчах та ăна урăх вырăнта – ирĕкрех территоринче тăвĕç.
Астутаратпăр, çак объекта çуркунне тума пуçланăччĕ, унта 10 млн тенке яхăн укçа хывнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн сăмахĕсемпе, ку вырăнта пуласлăхра çынсем канмалли парк зони пулĕ.
Читайте нас: