Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Строительство
29 Мартӑн 2019, 13:30

Çулсем çинчи шăтăк-путăксене саплаççĕ

Толбазăра çул-йĕр ĕçченĕсем шăтăк-путăксене юсама тытăннă.

Кашни çуркунне илемсĕр ÿкерчĕк куратпăр: асфальт çинче шăтăксем, çурăксем. Уйрăмах вĕсене автомобилистсем юратмаççĕ. Вăрăм хĕл хыççăн сиенленнĕ участоксене асăрхануллăн пăрăнса иртме тÿр килет.


Апрелĕн 15-мĕшĕнчен республикăра шăтăк-путăксене юсассине пуçлама планланă. Анчах районти çул-йĕр ĕçченĕсем асфальт сарнă çулсене çак срокран маларах йĕркене кĕртме пуçларĕç.


- Температура пĕрмаях улшăнса тăни тата юрпа çумăр нумай çуни хăйсен ĕçне тăваççĕ. Эпир те хамăрăн ĕçе тăватпăр – çулсем çинчи шăтăксене саплатпăр, - тет ДРСУ главнăй инженерĕ Нияз Гиниятов. – Чи малтан – район центрĕн Ленин урамне. Унта проблемăллă участоксем нумай, вăл вара Толбазăн тĕп урамĕ вĕт-ха. Çавăнпа ĕçе кăшт маларах тытăнтăмăр. Пысăк шăтăксем çукки савăнтарать.


Рустам Акчурин мастер ертсе пыракан ултă çынран тăракан бригада Софиполь микрорайонĕнче ĕçлет. Çул-йĕр ĕçченĕсем ятарлă оборудованипе шăтăксене пылчăкран тасатаççĕ, вĕсене тин хатĕрленĕ хутăшпа тултараççĕ, çула тикĕслеççĕ. Çывăх кунсенче Ленин урамне юсаса пĕтермелле. Унтан ытти участоксене куçĕç.


План тăрăх, шăтăк-путăксене июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне юсаса пĕтермелле. Анчах та ДРСУ начальникĕ ĕçсене срокчен маларах пĕтереме шантарать.


- Пысăк ĕçе тытăнма вăхăт. Кăçал Толбазă - Давлекан автоçулăн виçĕ километр тăршшĕ участокне юсăпăр. Çаплах Ишлĕ - Çĕнĕ Адзитар трассăн 3,5 км участокне те (Мустафа ялĕ патĕнче). Толбазă ялĕнчи Çурçĕр микрорайонĕнчи Галикеев урамне асфальт сарма планланă.


Сăмах май

Çул çинчи шăтăксем çинчен часах ятарлă мобиллĕ приложенипе пĕлтерме май пулĕ. ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров ăна ĕçлесе хатĕрлеме республикăн Госкомтрансне хушнă.

Кашни эрнере правительствăра иртекен оперативлă канашлура регион руководительне программăн демонстраци версине кăтартнă. Анчах та Пуçлăха демоверси презентацийĕ килĕшмен. Ун шучĕпе, унта кăлтăксем нумай.

„Приложени ансат пулмалла, темиçе утăмлă çеç, республика çынни унта кĕме, çул çинчи шăтăк-путăка ÿкерсе илсе ярса пама пултармалла. Малал¬ла сигнала тивĕçлĕ службăсем йышăнмалла, юсав пуçланмалла. Мобиллĕ приложенинче нимĕнле харпăр хăйĕн кабинетне те тума кирлĕ мар, мĕншĕн пĕтĕмпех кăткăслататăр, çынсене хăратса яратăр. Приложенин „Дорожный мастер” ячĕ те хавхалантармасть. Нивушлĕ урăхла креативлă шухăш çук?”, - тенĕ Радий Хабиров.

ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ апрелĕн 1-мĕшĕччен çул çинчи шăтăк-путăксене юсас енĕпе ансат тата эффективлă мобиллĕ приложени туса хатĕрлес ĕçе вĕçлеме ыйтнă.

Читайте нас: