Пур хыпар та
Строительство
10 Кӑрлач 2019, 19:08

Тÿпе тата пĕлĕтсем тĕслĕ

Муниципаллĕ район администрацийĕ пулас ФОК эскизĕсене хăйĕн сайтĕнче „Архитектура” пайра тăратнă.

Проект тăрăх, ФОК фасадне шурă тата сенкер тĕслĕ металл сэндвич-панельпе витĕç. Цокольне – сăрă тĕслĕ бессер-блокпа. Комплексăн пырса кĕмелли темиçе ушкăн пулĕ, çав шутра - авари пулнă тĕслĕхре тухмалли вырăнсем. Çуртăн пĕр енĕпе çÿллĕ анлă чÿречесем вырнаçтарма шутлаççĕ.


Проект-смета документацийĕпе туянусен сферинчи пĕрлĕхлĕ информаци системин официаллă сайтĕнче те – http://zakupki.gov.ru № 0101200009518003992 – паллашма пулать.


Çурта 2019 çулта, Пушкăртстан Республикин 100 çулĕ тĕлне туса пĕтермелле.
Читайте нас: