Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Строительство
1 Декабрӗн 2018, 22:53

Спорт залĕ - туртăм вырăнĕ евĕр

Тĕпрен юсанă хыççăн Таштамак шкулĕнчи спорт залĕ алăкĕсене яри уçрĕ.

Ăна "Единая Россия" партин "Ача-пăча спорчĕ" проекчĕн "Ялти шкулсен спорт залĕсене реконструкцилесси" программи тăрăх çĕнетнĕ, вăл пĕр миллион тенкĕ ытла ларнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов, район Совечĕн секретарĕ Владимир Федоров учительсене тата вĕренекенсене çак савăнăçлă событи ячĕпе саламларĕç, çĕнетнĕ залра спорта хутшăнма майлăрах пулассине шанса тăни çинчен пĕлтерчĕç. Зуфар Явдатович ачасене занятисене сиктермессе, сывлăха лайăхлатма, çитĕнÿсем тума сунчĕ тата шкула матсем парнелеме шантарчĕ. Сăмах май, вырăнти ачасен мĕнпе мухтанмалли пур. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Никита Сидоров "Куреш" кĕрешĕвĕпе республика турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, унпа пĕр класра вĕренекен Олеся Семенова ирĕклĕ кĕрешÿпе ПР Вĕрентÿ министерствин спартакиадинче - виççĕмĕш вырăн.


Залра çутăрах тата хăтлăрах пулса тăнă. Урайне тата маччине пĕтĕмпе улăштарнă, стенасене штукатуркăланă, кивĕ чÿречесене пластик чÿречесемпе улăштарнă, ăшă трассине тĕпрен çĕнетнĕ.


Юлашки виçĕ-тăватă çул хушшинче шкула юсама тĕрлĕ программăсем тăрăх пилĕк миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă. Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа кăçал çаплах шкулти йывăç чÿрече блокĕсене пурне те пĕр миллион та 471 пин тенкĕ суммăлăх улăштарнă. Çак программăпах иртнĕ çулта шкул тăррине улăштарнă (1 млн та 400 пин тенкĕ). 2016 çулта республика бюджечĕн укçа-тенкипе котельнăйне тĕпрен юсанă (1 млн та 100 пин тенкĕ); "Пурнăçланмалли ĕçсем" программăпа ача садне шыв пăрăхĕ ирттернĕ тата ачасем вали раковинăсемпе унитазсем вырнаçтарса лартнă (150 пин тенкĕ). Ашшĕ-амăшĕсен, коллективăн, выпускниксен тата "Таштамак" СПКн укçи шучĕпе (84 пин тенкĕ) артезиан скважини пăраланă. Тĕрлĕ çăлкуçран финансланин шучĕпе кивĕ шкул çултан-çул улшăнса пырать. Çĕнелнĕ спорт залĕ пушă ан лартăр, шкулти тĕп занятисем хыççăн ачасемшĕн туртăм вырăнĕнче пултăр тесе сунас килет.
Читайте нас: