Пур хыпар та
Строительство
10 Октябрӗн 2018, 19:47

Асфальт тăрăх çил пек вĕçтерсе

Республика кунĕ умĕн Турумбет ялĕн çыннисене чаплă парне – асфальт сарнă çул - туса панă. Вăл ялăн Набережнăй тата Шаймуратов урамĕсене çыхăнтарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов июльте иртнĕ «Уршак шывĕ хĕрринчи вăйăсем» наци уявĕнче ялсоветне 5 млн тенкĕ пачĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çак укçана ырă ĕçе - çул тăвассине хывма шутланă. Грави сарнă çул уйрăмах çурхи-кĕрхи тапхăрта начар лару-тăрура пулнă. Çумăрсем вăхăтĕнче пĕр урамран тепĕр урама çитме йывăр пулнă - машинăсем лачакана кĕрсе ларнă, ял çыннисем пылчăка путнă. Акă Аургазăри ДРСУ пĕр эрне хушшинче тенĕ пек ялти 800 метра яхăн вăрăмăш çула тĕпрен юсанă.
- Çула требованисене пурне те пăхăнса турăмăр, - каласа парать Нияз Гиниятов главнăй инженер. – Малтан 10 сантиметр хулăнăш грави-хăйăр хутăшне сартăмăр, унтан çул никĕсне вак чулпа (15 см) тикĕслерĕмĕр. Çавăн хыççăн кăна икĕ сий (4-шар см хулăнăш) асфальт сартăмăр. Асфальта Толбазăран турттартăмăр, ку вара сахал мар хушă - 38 километр.
Дамир Шагиев, Александр Кулагин, Валерий Васильев хăйсен самосвал КамАЗĕсемпе куллен 4-5-шер рейс тунă. Ринат Гумеровăн асфальт саракансен бригади çак кунсенче тăрăшса ĕçленĕ. Çул пахалăхне ял çыннисем хăйсем тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Вăл тĕксĕм атлас хăю пек курăнса выртать, водительсем кăмăлпах ун тăрăх ыткăнса пыраççĕ, машинăсем çук чухне ачасем те ун тăрăх велосипедпа ярăнма хирĕç мар.
- Маттур, çул-йĕр ĕçченĕсем! Лайăх асфальт сарчĕç, - çирĕплетсе парать ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Аманулла Мухаметшин. – Халĕ район центрне пĕр чăрмавсăр çитме пулать. Ачасене шкула çÿреме те майлă. Ял çыннисем каланă тăрăх, чи пĕлтерĕшли, халĕ васкавлă пулăшу, пушар машинисем вĕсен урамне кăлтăксемсĕр пырса çитме пултараççĕ. Влаçа тата çул-йĕр ĕçченĕсене пахалăхлă тунă ĕçсемшĕн чунтан тав тăваççĕ
Читайте нас: