Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
21 Мартӑн 2021, 10:05

Волейболпа ӑмӑрту иртнӗ

Шланлӑ ялӗнчи вӑтам шкулта хӗрӑрӑмсем хушшинче волейболпа ӑмӑрту иртнӗ.

Ӗнер Шланлӑ ялӗнчи шкулта волейболпа хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑрту иртнӗ.
Унта 7 команда хутшӑннӑ.
Пӗрремӗшсем -Толбазӑ ялӗнчи ДЮСШ команди, 2-мӗш - Ново-Федоровка (Ҫӗньял), 3-мӗш - Шланлӑ шкулӗнчи хӗрачасен команди.
Шланлӑ ялӗнчи учительсем, Дергачевка шкулӗнчи хӗрачасем, Стерлитамак хулинчен ЧНКА команди, Меселпуҫ ялӗнчи хӗрарӑмсем ӑмӑртнӑ. Питӗ хӗрӳ вӑйӑ иртнӗ.
Мероприятин спонсорӗ ҫак шкул выпускникӗ Иванов Александр Людвигович, Осиповсем Алексейпе Зинаида! Ҫӗнтерӳсем кубоксемпе медальсене тивӗҫнӗ, дисконтнӑй карттӑсем, апрелӗн 13-мӗшӗнче иртекен концерта йыхрав билечӗсем, шкул валли Валери Тургайӑн кӗнекисем парне пулнӑ.
Вылякансем те, тренерсем те Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлешӗвӗ ячӗнчен (ертӳҫи Ф. В Кузьмин) Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ. Шкул директорне Андрей Михайлович Алексеева, Пётр Иванович Федорова, Людмила Ивановна Маркинана, Татьяна Алексеевна Чехмаевана тата ыттисене участникам Тав тӑваҫҫӗ. Уйрӑм тав сӑмахӗ кухня ӗҫченӗсене!
Читайте нас: