Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
19 Мартӑн 2021, 14:40

Йĕлтĕр йĕрĕ çинчи хăвăрт секундсем

Шланлă ялĕ çывăхĕнчи Абдулла вăрманĕнче „Игнат” ООО призĕсемшĕн хĕллехи ăмăрту иртрĕ.

Сивĕ тата хĕвел иртнĕ канмал­ли кунсенче çĕр ытла спортсме­на йĕлтĕр ăмăртăвне илĕртрĕç. Çак кун старта шкул ачисем тата çитĕнсе çитнисем тухрĕç. Ăмăртăва Мурадăм, Семен, Асавпуç, Меселпуç, Наумкин тата Стер­литамак районĕнчи Дергачевка ялĕсенчен йĕлтĕрçĕсем килнĕ. Вырăнти участниксем хушшинче вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пурччĕ, Россия спорт мастерĕ Евгений Федоров тата ПР чемпионĕ Виталий Федоров та хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç, сывă пурнăç йĕркин тĕслĕхне кăтартрĕç.
Йĕлтĕрçĕсене çичĕ ÿсĕм ушкăнне пайларĕç. Трассăпа чи малтан пĕчĕк ачасем ыткăнчĕç, унтан черетпе ытти мĕнпур участниксен чупăвĕсем иртрĕç.
Кашни мала тухма тăрăшрĕ, анчах ăмăрту вăхăтĕнче çĕнтерÿçĕсем тата призерсем паллă пулса тăчĕç. Вĕсем пурте Виссарион Игнатьев вырăнти предпринимателĕн хаклă призĕсене, районти спорт комитечĕн медалĕсене тата грамотисене илчĕç. Ăмăртăвăн тĕп результачĕ, паллах, çĕкленчĕк тата ха­стар кăмăл пулса тăчĕ.
1-4-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăн Ильсаф Усманов тата София Иш­булдина (Семен ялĕ) йышăнчĕç, 5-6-мĕш классем хушшинче – Никита Алексеев (Дергачевка) тата Ильнара Камалетди­нова (Семен), 7-9-мĕш классем – Алек­сандр Егоров (Дергачевка) тата Альфина Большакова (Мурадăм), 10-11-мĕш клас­сем – Денис Андреев (Шланлă) тата Ре­гина Вахитова (Семен), 18-30 çулхисем хушшинче – Дмитрий Терентьев (Шланлă), 30-45 çулхисем – Николай Пе­тров (Меселпуç) тата Венера Ишбулдина (Семен), 45 çулхисем тата аслăраххисем – Евгений Федоров (Шланлă) тата Люд­мила Андреева (Асавпуç).
Спортсменсем пурте спорт меропри­ятине йĕркелекенсене тав турĕç. Вăл хĕллехи чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Азартлă ăмăрту кăмăл-туйăмĕ, музыка, сăмаварти вĕри чейпе пылак çимĕçсем...
Читайте нас: