Аургазăсем иртнĕ канмалли куна хаваслă тата чĕрĕ пуçларĕç, кăмăла çĕклекен музыка янранă май участниксем пурте зарядка турĕç. Унтан йĕлтĕрçĕсем кану паркне çул тытрĕç, трасса çавăнта вырнаçнă. Кунта ачасен, яшсен тата хĕрсен, арçынсен тата хĕрарăмсен старт чупăвĕсем иртрĕç. Ăмăртăва шкулсенче вĕренекенсем, нумай профиллĕ колледж студенчĕсем тата преподавателĕсем, шкулсен тата ача сачĕсен коллективĕсем, культура пайĕн, „Çемье” центр, район администрацийĕн, „Пищевик” ПО, „Ростелеком” сотрудникĕсем, спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç.
Спортсменсем, команда парассине кĕтсе, старта хатĕрленсе тăчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕпе малтан чи çамрăк участниксем ыткăнчĕç. Ыттисем шăм-шакне çемĕçтерчĕç, кашни лайăх результат кăтартма ĕмĕтленчĕ. Толбазă ялĕнчи 1 №лĕ ача сачĕн коллективĕ шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче чи активли пулса тухрĕ. „Атте, анне тата эпĕ – спорта юратакан çемье” эстафета результачĕсемпе Семен ялĕнчи Ишбулдинсен çемйине спортпа чи тусли тесе йышăнчĕç. Толбазă ялĕнче пурăнакан сакăрвунă çулхи Николай Орлов кăçал ÿсĕмĕпе чи аслă участник пулчĕ, чи çамрăкки – Семен ялĕнчи ултă çулхи Амина Камалетдинова.
Финиша чи малтан килсе çитрĕç: 8-9 классем хушшинче – Павел Павлов (Бишкаин ялĕ), Альфина Большакова (Мурадăм); 10-11 классем – Дмитрий Трофимов, Александра Артемьева (Бишкаин); 30 çулчченхи ÿсĕмрисем категорийĕнче – Леонид Кириллов (Семен), Нэркэс Кильдина (Мурадăм); 40 çулчченхи – Сулпан Сатлыков (Толбазă), Венера Ишбулдина (Семен); 50 çулчченхи – Николай Петров (Меселпуç ялсовечĕ), Зульфия Сидорова (Толбазă); 60 çулчченхи – Зульфат Рамазанов (Мурадăм), Тамара Кузьмина (Таштамак); 60 çултан аслăраххисем – Виталий Федоров (Шланлă), Мунира Мавзютова (Толбазă). Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене пурне те медальпе тата грамотăпа наградăларĕç.
Аургазăри çĕр ытла çын хăйĕн канмалли кунне йĕлтĕр çинче ирттерчĕ. Нумайăшĕ пысăк ушкăнпа – çемйипе, тусĕсемпе е ĕçтешĕсемпе – килнĕ.
„Россия йĕлтĕр йĕрĕ” – Пĕтĕм Российăри чи массăллă йĕлтĕр ăмăртăвĕ, унта спорта юратакансем те, профессионалсем те хутшăнаççĕ, ăна 1982 çултанпа, 35 çул ытла, кашни çул ирттереççĕ. Российăн нумайрах регионĕнче вăл, йăлана кĕнĕ тăрăх, февралĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче иртет, анчах дата тĕрлĕ çулсенче улшăнма пултарать.