Аургазă хыпарçи
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
4 Кӑрлач 2021, 16:25

Ҫӗнӗ ҫулхи ҫемье вӑййисем

Шланлӑ ялӗнчи вӑтам шкулта "Ҫӗнӗ ҫулхи ҫемье вӑййисем-2021" иртнӗ.

Мероприятинче ашшӗ-амӑшӗсемшӗн те, пӗччӗккисемшӗн те тӗрлӗ конкурссем иртнӗ. Хӗл Мучи те уявран юлман, пуринпе ӑна та савӑнӑҫлӑ-ҫке! Хуткупӑс та янӑранӑ, юрӑсем те юхнӑ конкурсем иртнӗ вӑхӑтра! Ҫунашкапа ачалӑха аса илсе пысӑккисем савӑнсах ярӑннӑ! Ҫӗнтерӳҫӗсене: Тимофеевсен, Ивановсен, Ишмаевсен, Алексеевсен, Федоровсен ҫемйисене Тав ҫырӑвӗсемпе тата пӗчӗк парнесемпе чысланӑ! Уява хатӗрлесе ирттерекенсене А. М. Алексеева (шкул директорӗ) тата учительсен коллективне пысӑк Тав!
Читайте нас: