Паян Толбазӑри 2 номерлӗ пуҫламӑш шкулта "Ҫемье вӑййисем" иртнӗ.
"Ҫемье вӑййисене" тӗрлӗ классенче вӗренекен ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле хутшӑннӑ. Ҫемьесем хӗллехи вӑйӑсен тӗсӗсене выляса ӑмӑртнӑ, чӑрмавсемлӗ тӑрӑхсене иртнӗ. Выляса яракансем пулман, пурте парнесем илнӗ. Чи кирли вара - лайӑх кӑмӑл-туйӑм.