Аургазă хыпарçи
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
11 Мартӑн 2020, 16:40

Спортпа лайăх кăмăл-туйăм уявĕ

Шланлă ялĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа волейболпа ăмăртусем иртнĕ.

Тĕрлĕ çулсенче шкул пĕтернисене тата хăнасене Шланлă шкулĕ тараватлăн кĕтсе илнĕ. Зал туллиех çын пухăннă. Шкул директорĕ Андрей Алексеев, „Чувашия-Башкортостан” суту-илÿ çурчĕн генеральнăй директорĕ Александр Иванов, „Тĕлпулу вырăнĕ” кафе директорĕ Юрий Петров тата республикăри Чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин саламланă.
Петр Тимофеев аккомпанементланипе арçынсен вырăнти ансамблĕ питĕ лайăх юрăсем шăрантарнă.
Ăмăртăва сакăр команда хутшăннă. Кунта Стерлитамак хулинчи, Çĕнĕ Федоровкăри, Чăваш Хурамалĕнчи, Меселпуçĕнчи тата Шланлăри командăсем вылянă. Çăмăл мар ăмăртура Стерлитамак хулинчен килнĕ „Юность” команда çĕнтернĕ, иккĕмĕшсем – çĕнĕфедоровкасем, виççĕмĕшсем – чăвашхурамалсем. Çĕнтерÿçĕсем пурте парнесем илнĕ.
Çаплах çак кунхине шкулта тÿлевсĕр кăнтăрлахи апат та йĕркеленĕ, поварсем тутлă апат хатĕрленĕ. Спортпа лайăх кăмăл-туйăм уявне пухăннисем çавăншăн шкул выпускникне Александр Людвиговича, „Тĕлпулу вырăнĕ” кафе директорне Юрий Анатольевича тата унăн мăшăрне Алевтина Витальевнăна тав тăваççĕ.
Читайте нас: