Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
6 Сентябрӗн 2019, 16:57

Пирĕн гольфистăн каллех медаль

Толбазăри Фарит Махмутов Пушкăртстанăн суйласа пухнă командин составĕнче гольфпа Тутарстан Республикин Президенчĕн кубокĕшĕн иртнĕ ыркăмăллăх турнирĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Йăлана кĕнĕ çак турнир Хусанта иртет. Пирĕн ентеш унта умлă-хыçлă пилĕк çул хутшăнать. Кăçал каллех çитĕнÿ – команда зачетĕнче виççĕмĕш вырăн.
Турнира пĕтĕм çĕршывран, çаплах Турцинчен, Швецинчен, Мароккоран 28 команда хутшăннă. Тутарстанăн суйласа пухнă команди, унăн составĕнче Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов вылянă, пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.
И. ЯКОВЛЕВА.
Читайте нас: