Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
25 Августӑн 2019, 01:57

Толбазăра „Çăлтăрпа зарядка” акци иртнĕ

Паян, августăн 24-мĕшĕнче, Толбазă ялĕнче Рушана Валиевапа зарядка иртнĕ.

Паян, августăн 24-мĕшĕнче, Толбазă ялĕнчи Культура керменĕ умĕнче „Çăлтăрпа зарядка” акци-эстафета иртнĕ.


Ку мероприятине райцентрти сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан çĕршер çын тухнă. Пĕчĕккинчен пуçласа ватти таран çынсем пухăннă, мĕншĕн тесен уявăн тĕп хăни пирĕн ентеш, телевиденинче иртнĕ „Голос” вокал конкурсĕн финалисчĕ Рушана Валиева пулнă. Акци кăмăллă тата усăллă иртнĕ.


Физкультура упражненийĕсем вĕçленнĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ акци эстафетине Ишимбай районне панă.


Мероприяти вăçленнĕ хыççăн кăмăл тăвакансем пурте Рушанăпа сăн ÿкерĕннĕ.


Аса илтеретпĕр, çак акци Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа 2019 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Уфара старт илнĕ. Халĕ вăл Пушкăртстанри мĕнпур районта та иртет.


Ку проекта паллă çынсен тата ентешсен çитĕнĕвĕсен тĕслĕхĕпе халăх хушшинче спортпа сывă пурнăç йĕркине популярлă тăвас тĕллевпе йĕркеленĕ.


Мероприятин кĕске видеороликне çакăнта пăхма пулать: https://www.youtube.com/watch?v=YPFIcGkLWTU
Читайте нас: