Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
23 Августӑн 2019, 13:09

Уфа пенсионерсен спартакиадине йышăнĕ

Августăн 24-мĕшĕнчен 27-мĕшĕччен Уфа хулинче Россия пенсионерĕсен VI Спартакиади иртĕ, унта Российăн 76 регионĕнчен тата 7 ют çĕршывран 700 участник килсе çитĕ.

Спорта юратакан „кĕмĕл” ÿсĕмри çынсемшĕн чи пысăк ăмăртăва Россия Федерацийĕн Спорт министерстви, Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви тата Пĕтĕм Российăри „Россия пенсионерĕсен союзĕ” обществăлла организаци пĕрле ертсе пыни¬пе 2014 çултан пуçласа çулсерен ирттереççĕ. Çак мероприяти аслă ÿсĕмри çынсене хăйсен вăйне шанса тăма, вĕсене тăтăшах спорта хутшăнма, вăй-хал сывлăхне упрама хистет. Спартакиадăн финал ăмăртăвĕсем маларах Шупашкар, Саратов, Тула, Пенза тата Новосибирск хулисенче иртнĕ.
Мероприятине августăн 24-мĕшĕнче 19.00 сехетре „Динамо” СДК стадионĕнче (К.Маркс урамĕ, 2) чаплăн уçĕç, унта пушкăрт эстрада çăлтăрĕсем те хутшăнĕç. Ăмăртусем Спорт хатĕрленĕвĕн центрĕнче (Халăхсен Туслăхĕн проспекчĕ, 47) иртĕç.
Читайте нас: