Пур хыпар та
Спорт
19 Августӑн 2019, 12:04

Аургазă команди республика чысне хÿтĕлĕ

Картиш футболĕпе ăмăртусен итогĕсем тăрăх пирĕн район команди чемпион пулнă.

2019 çулхи августăн 16-мĕшĕнче Уфара Картиш футбол лигин республикăри тапхăрĕ иртнĕ. Пĕтĕм республикипе унта пурĕ 16 команда хутшăннă.
Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен ăмăртăвăн муниципаллĕ тапхăрĕ иртнине аса илтеретпĕр. Унта республикăри 260 картиш команди хутшăннă, 11-13 çулсенчи 5000 ытла çамрăк спортсмен вылянă. Вăйăсем Пушкăртстанри районсен тата хуласен 160 площадкинче пынă. Июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен зона тапхăрĕ иртнĕ, унта ăмăртăва хутшăннă 63 командăран чи вăйлă 16 командăна суйласа илнĕ.
Ф.Х.Бакиев тренер ертсе пыракан 2005-2008 çулсенче çуралнă ачасен команди Аургазă районне тăратнă. Мĕнпур вăйăсен итогĕсем тăрăх пирĕн район команди, Уфа хулин, Туймазă районĕн вăйлă командисене çĕнтерсе, пĕрремĕш вырăн йышăннă, ăмăртусен чемпионĕ пулса тăнă!
Участниксене пурне те медальсемпе, кубоксемпе, дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградăланă.

Регион тапхăрĕн çĕнтерÿçĕ-команди Пĕтĕм Российăри финалта Пушкăртстан Республикин чысне хÿтĕлĕ, вăл 2019 çулхи августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа сентьябрĕн 1-мĕшĕччен Санкт-Петербург хулинче иртĕ.
Çаплах команда хăйĕн картишĕ валли хальхи вăхăтри спорт площадки илĕ.
Аургазă спортсменĕсене саламлатпăр, малалла та ăнăçу сунатпăр!!!
Читайте нас: