Тăватă кун хушши çамрăк спортсменсем спортăн тăхăр олимпиада тĕсĕнче вăй виçĕç. Ăмăртусене пурне те телевизорпа е стадионсемпе спорт площадкисенче курма пулĕ.
Çакăн пек форматпа ăмăртусем 53-мĕш хут иртеççĕ, Пушкăртстанра çуллахи вăйăсем пуçласа иртеççĕ. Мероприятине 84 çĕршывран 1200 çамрăк участник хутшăнĕ.
Çак кун тĕлне спорт объекчĕсене кăна мар, тĕп хулана хăйне те çĕнĕ скульптурăсемпе тата арт-объектсемпе илемлетнĕ. Хăна çурчĕсенче хула карттипе буклетсем хатĕрленĕ. Çĕршер волонтер ют çĕршыв хăнисене пулăшма хатĕр.