Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
16 Майӑн 2019, 16:34

Спортсменсене çулсем шиклентермеççĕ

Толбазă ялĕнче район хаçачĕн парнисемшĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна кашни çул майăн 9-мĕшĕнче - Çĕнтерÿ кунĕнче - ирттереççĕ. Редакци кăçал çак ырă йăлана малалла тăсма шут тытрĕ. Журналистсем эстафета мĕнле пынине интересленсе сăнаса тăчĕç.


Командăсем тăхăр тапхăрпа ăмăртрĕç. Кашни спортсменшăн дистанци урăхла пулчĕ: 200 метртан пуçласа 1000 метр таран – пурĕ тăватă километр. Чупăмсене кĕçĕн тата аслă ушкăнсен, организацисен тата предприятисен представителĕсем хутшăнчĕç. Шкул ачисем хушшинче хăйĕн вăйне виçсе пăхма тăрăшакансем сахал марччĕ, анчах старта çитĕнсе çитнисен пурĕ икĕ команди çеç тухрĕ. Апла пулин те, вĕсем хăйсене шанатчĕç тата лайăх результат кăтартма шут тытнăччĕ. Лицей вĕрентекенĕсен команди çакăн пек составпа пĕрремĕш хут мар ăмăртăва хутшăнать. Вĕсем спорта тăтăшах хутшăнаççĕ, çакă вĕсемшĕн пурнăç йĕрки пулса тăрать. Тĕслĕхрен, физкультура учителĕ Николай Иванов вĕренекенсен пĕр ăрăвне кăна мар воспитани панă, хăй те ăмăртусене кашни çул хутшăнать. Ăна çулсем те шиклентермеççĕ!


- Пирĕншĕн çакă уяв. Эпир пĕр-пĕриншĕн хумханатпăр, кунта команда пулăшăвĕсĕр çырлахма çук. Çывăх çын пулăшăвне туйса тăрсан, дистанцие иртме çăмăлрах, - терĕ спорт ветеранĕ.


Нумай профиллĕ колледжшăн чупакан Руслан Якупов – унăн вĕренекенĕсенчен пĕри. Районăн пĕрлештернĕ командин составĕнче баскетболпа республика турнирĕсенче вылять. Çавăнпа тăтăшах тренировкăсене çÿрет тата яланах хатĕр.


- Эстафетăна хутшăнасси маншăн чыслăх ĕçĕ. Эпĕ спортри хамăн çĕнтерÿсене Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене халаллатăп, - терĕ вăл финиш хыççăн.


Спортсмен хăйĕн ĕçтешĕсемпе мухтанать. Унăн сăмахĕ тăрăх, командăри хĕрарăмсем велосипедпа çÿреме юратаççĕ, çапла вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Сăмах май, паян, майăн 17-мĕшĕнче, çĕршывра çулленхи „Ĕçе – велосипедпа” акци иртет. Аургазăсем те унта хутшăннă пулсан лайăх.


Организацисем хушшинче лицей учителĕсен команди чемпион пулса тăчĕ. Нумай профиллĕ колледж – иккĕмĕш вырăнта. Шел, вĕсемпе тупăшакансем пулмарĕç. Районта коллективсем нумай, анчах туслă команда – вăл мĕн-тĕр кăштах урăххи пулас. Командăпа ĕçлесе çеç ĕçре те, спортра та çитĕнÿсем тума пулать. Пĕри пуриншĕн те, пурте пĕриншĕн пулнă чухне.


Кĕçĕн ушкăнра Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкул чи лайăх результат кăтартрĕ, иккĕмĕш вырăнта - 3 №лĕ шкул, виççĕмĕшĕнче – лицей.


Аслă ушкăнра лицеистсем мала тухрĕç, вĕсем хыççăн – Сементи шкул вĕренекенĕсем, виççĕмĕш вырăнта – Çĕнĕ Федоровкăри шкул ачисем. Çĕнтерÿçĕсем тата призерсем район администрацийĕн грамотине, „Аургазă хыпарçи” хаçат парнине - бадминтон вăййин пуххисем тата кубоксем - илчĕç.
Читайте нас: