Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
2 Апрелӗн 2019, 10:52

Кубок тата кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ

Районти хĕрарăмсен волейбол команди ПР XXVII Ялти спорт вăййисенче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Стерлитамакра иртнĕ финала республикăри чи лайăх 14 команда хутшăннă. Пирĕн хĕрарăмсем пилĕк тĕлпулура хăйсемпе ăмăртакансене пĕр иккĕленÿсĕр çĕнтернĕ, финал вăййинче çеç Краснокама районĕнчи суйласа пухнă командăна ирттерсе янă.

Ялти вăйăсенче аургазăсем çакăн пек çитĕнÿ пуçласа тунă. Волейболисткăсем 2016 çулта бронза призерсем пулнă.
Читайте нас: