Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
5 Мартӑн 2019, 18:31

Канмалли кунсенчи медальсем

Районти çамрăк спорсменсем иртнĕ канмалли кунсенче нумай медаль çĕнсе илнĕ.

Таштамак шкулĕнче вĕренекен Олеся Семенова, ачасемпе яшсен спорт шкулĕн Илдус Надршинăн воспитанникĕ, ирĕклĕ кĕрешÿре Атăлçи федераллă округра мала тухассишĕн Ульяновск хулинче иртнĕ ăмăртура кĕмĕл призер пулса тăнă. Халĕ хĕрачан РФ ăмăртăвĕнче чи лайăххи ятшăн кĕрешмелле пулать.
Благовещенскра республикăри уçă ăмăртура Фаим Гайсин тренерăн воспитанникĕсем ăсталăхĕпе палăрнă, çĕршывăн тăватă регионĕнчен пухăннă 12 команда хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Фанис Хуснуллин, Даниил Рафиков тата Айнур Рамазанов каратистсем хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтернĕ. Эльвира Рахманбердыева „кĕмĕл” çĕнсе илнĕ, Ильнур Габбасов – „бронза”.
Читайте нас: