Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
15 Нарӑсӑн 2019, 16:38

Çĕнĕ юр çийĕн

Спорта хутшăнакан çынсем Семен ялĕнче иртнĕ Пĕтĕм Российăри йĕлтĕр эстафетине тухрĕç

„Россия йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăва хутшăнма 200 ытла çын - шкул ачисем, шкулсен, ДРСУ, райпо, районти тĕп больницăн ĕç коллективĕсем, культра­ботниксем, администра­ци сотрудникĕсем тата спортпа сывă пурнăç йĕрки çине сÿрĕк мар пăхакан ял çыннисем - пухăнчĕ.
Кăçал аургазăсем çумне Уфари педуниверситетăн студенчĕсем хушăнчĕç. Во­лонтерсен „Снежный десант” юхăмĕн участникĕсем ăмăртăва уçнин церемонине илем кÿчĕç. Йăлтăркка костюмсем тăхăннă студентсем кăмăла çĕклекен ташăсем ташларĕç, зарядка ирттерчĕç тата юрăсем юрларĕç. „Десантниксем”, ялсенчи шкул­сенче пулса курса, районта пĕр эрне хăналанчĕç. Волон­терсем, творчествăлла номер­сем кăтартнисĕр пуçне, Биш­каин, Ишлĕ, Куезбаш, Чăваш Хурамал ялĕсенче тата район центрĕнче çулсене юртан тасат­ма пулăшрĕç.
Çемье эстафети ăмăрту çĕнĕлĕхĕ пулса тăчĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем старта пĕрремĕшсем пулса тухрĕç. Пĕр çаврăм иртнĕ ачасем эстафетăна амăшĕсене пачĕç, амăшĕсем – ашшĕсене.
- Кашни çул йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнатăп, пĕрне те сиктермен, - каласа парать ăмăртăва сăнаса тăнă Толбазă çынни Раиля Биктагирова. – Шел, çемье эстафети çинчен кая юлса пĕлтĕм. Пĕтĕм çемьепе хутшăнма хавасчĕ. Манпа пĕрле ывăлпа тăванăн ачи те килчĕç. Унччен хам парнеллĕ вырăнсем йышăнаттăм. Халĕ, енчен те пу­лас ăмăртусенче çавăн пек фор­мат сыхланса юлсан, тăвансемпе пĕрле çĕнтерÿшĕн кĕрешме пултарăп.
Çемьесем хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине аслă классенче вĕренекенсем, унтан çитĕннисем тухрĕç. Ÿсĕм диапазонĕ анлă пулчĕ. София Ишбулдина чи çамрăк участник пулчĕ, вăл 6 çул çеç тултарнă. Толбазăри 66 çулти Рим Аманов - чи асли. Хатĕрленÿ шайĕ те тĕрлĕрен. Опытлă спортсменсем тивĕçлĕ экипировкăпа ыттисенчен уйрăлса тăчĕç. Йĕлтĕрçĕсен костюмĕсем тата хÿтĕлекен куçлăхĕсем профессионалсе­не палăртрĕç. Анчах та йĕлтĕр спортне юратакан ахаль çынсем вĕсемпе ăмăртма вăтанмарĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çинче „чи кирли çĕнтерÿ мар, хутшăнни” спорт принципĕ хуçаланчĕ.
Призерсемпе çĕнтерÿçĕсем, хастар кăмăл-туйăмсăр пуçне, хаклă парнесем те илчĕç. Йĕркелÿçĕсем чунтан тăрăшнă. Парнесем хушшинче ата­лантаракан вăйăсем, çемье сăнÿкерчĕкĕсем валли винтаж рамкăсем, наушниксем, спорт браслечĕсем, пледсем тата сте­на сехечĕсем пулчĕç.
Пĕтĕм Российăри «Россия йĕлтĕр йĕрĕ-2019» йĕлтĕр ăмăртăвĕн результачĕсем
Шкул ачисем, 8-9 классем, яшсем: 1 вырăн – Ильсур Галимов (Семен ялĕ), 2 – Ильнар Усманов (Семен ялĕ), 3 – Никита Сидоров (Таштамак ялĕ); хĕрсем: 1 – Альфина Большакова (Мурадăм ялĕ), 2 – Александра Николаева (Семен ялĕ), 3 - Ксения Кузнецова (Бишкаин ялĕ).
Шкул ачисем, 10-11 классем, яшсем: 1 – Дмитрий Терентьев (Шланлă ялĕ), 2 – Александр Михайлов (Чăваш Хурамал ялĕ), 3 – Данир Ибрагимов (Семен ялĕ); хĕрсем: Кристина Ефимова (Семен ялĕ), 2 – Анна Иванова (Семен ялĕ), 3 – Татьяна Павлова (Бишкаин ялĕ).
30 çул таран, арçынсем: 1 – Леонид Кириллов (Асавпуç ялĕ), 2 – Андрей Ан­дреев (Семен ялĕ), 3 – Денис Петров (Стерлитамак хули); хĕрарăмсем: 1 - Илюса Хуснутдинова (Толбазă ялĕ), 2 – Наталья Федорова (Шланлă ялĕ), 3 – Регина Кирил­лова (Толбазă ялĕ).
40 çул таран, арçынсем: 1 – Айдар Ишбулдин (Семен ялĕ), 2 – Юрий Семенов (Толбазă ялĕ), 3 – Динар Биктагиров (Стерлитамак хули); хĕрарăмсем: 1 – Ляйсан Мурадымова (Толбазă ялĕ), 2 – Венера Ишбулдина (Семен ялĕ), 3 – Гульшат Хаби­буллина (Толбазă ялĕ).
50 çул таран, арçынсем: 1 – Борис Андреев (Шланлă ялĕ), 2 – Ильшат Габба­сов (Семен ялĕ), 3 – Владислав Иванов (Толбазă ялĕ); хĕрарăмсем: 1 – Людмила Андреева (Семен ялĕ), 2 – Галина Алексеева (Шланлă ялĕ), 3 – Галина Иванова (Толбазă ялĕ).
60 çул таран, арçынсем: 1 – Зульфат Рамазанов (Мурадăм ялĕ), 2 – Мидхат За­йнуллин (Семен ялĕ), 3 – Вильнур Зиганшин (районти тĕп больница); хĕрарăмсем: 1 – Раиля Биктагирова (Толбазă ялĕ), 2 – Роза Христофорова (Меселпуç ялĕ), 3 – Га­лина Атмасова (Степановка ялĕ).
60 çултан аслăрах, арçынсем: 1 – Владимир Иванов (Бишкаин ялĕ), 2 – Иль­дар Ишбулдин (Семен ялĕ), 3 – Рим Аманов (Толбазă ялĕ); хĕрарăмсем: 1 – Мунира Мавзютова (Толбазă ялĕ), 2 – Римма Усманова (Толбазă ялĕ).
Читайте нас: