- С п о р т мероприятийĕсем Семен ялĕнче иртĕç. Тĕрлĕ ÿсĕм категорийĕ тăрăх йăлана кĕнĕ 2 тата 3 км дистанцине чупнисĕр пуçне „Атте, анне, эпĕ – йĕлтĕрçĕсен çемьи” çемье эстафети иртĕ.
Кăмăл тăвакансемшĕн пуриншĕн те костюмланă ăмăрту ирттерĕпĕр. Унта хутшăнакансем чи лайăх костюмшăн пылак парне илĕç, - пĕлтерчĕ физкультура тата спорт енĕпе тĕп специалист Ильсия Муфтахина.
Хушма информаци илме йĕркелÿ комитетне 2-19- 91, 2-01-56 телефонсемпе шăнкăравламалла.