Татами çинче пирĕн спортсменсемпе танлашаканни пулман. Тĕлпулусенчен нумайăшне аургазăсем срокчен малтан пĕтернĕ. Ильнур Габбасов чи кĕске тĕлпулу ирттернĕ, вăл хăйĕнпе кĕрешекене тĕрĕс çапса 15-мĕш секундра ÿкернĕ.
Çитĕнĕвĕн вăрттăнлăхĕ – вăйлатнă тренировкăсенче.
- Январь пуçламăшĕнче, шкул ачисен пурин те хĕллехи каникул чухне, ачасем куллен занятисене çÿрерĕç. Çапмалли меслетсене автомотизма çитериччен тренировкăсем турĕç, - каласа парать çамрăк чемпионсен наставникĕ Фаим Гайсин.
Халĕ çĕнтерÿçĕсен шутĕнчен чи лайăххисене суйласа илмелле. Вĕсем Пушкăртстанăн суйласа пухнă командин йышне кĕрĕç, Атăлçи федераллă округра мала тухассишĕн Пенза хулинче иртекен ăмăртура республикăна хÿтĕлĕç.
Акă вĕсем, çĕнтерÿçĕсем: Федоров Сергей (1-мĕш вырăн), Рахманбердыева Эльвира (1), Рафиков Даниил (1), Рамазанов Айнур (1), Хасанов Рафаэль (1), Хуснуллин Фанис (1), Сатлыков Арслан (1), Худайбердина Нафиса (2), Юнусова Арина (2), Габбасов Ильнур (2), Ахмеров Тимур (3), Рахманбердыев Эмиль (3), Хабибуллин Флюр (3).