Аургазă хыпарçи
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
3 Кӑрлач 2019, 13:30

Уявра ăçта кайма пулать?

Хĕллехи каникул вăхăтĕнче спорт ăмăртăвĕсене килсе курăр.

Январĕн 4-мĕшĕнче нумай профиллĕ колледжăн хоккей площадкинче мечĕклĕ хоккейпа ăмăрту иртет. Команда составĕ: 5+1 (вратарь).

18.00 сехетре пуçланать.
Январĕн 5-мĕшĕнче кăмăл тăвакансем пурте йĕлтĕрпе уçăлса çÿрессине хутшăнма пултараççĕ. Ачасемпе яшсен спорт шкулĕ умĕнче

12.00 сехетре пухăнмалла.
Январĕн 6-мĕшĕнче нумай профиллĕ колледжăн хоккей площадкинче пăр çинчи дискотека иртет.

20.00 сехетре пуçланать.
Январĕн 8-мĕшĕнче - Куезбаш ялĕнче „Хĕллехи вăйăсем”. 12.00 сехетре пуçланать.
Çанталăк условийĕсене шута илсе ăмăртусене куçарма пултараççĕ.

Ыйтусемпе 2-19-91 телефонпа шăнкăравламалла.
Йĕркелÿ комитечĕ.
Читайте нас: