Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
17 Декабрӗн 2018, 11:44

Каратиста урисем "тăрантараççĕ"

Толбазăри çамрăк спортсмен Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă

Артемий Степанов, Фаим Гайсин тренер-инструкторăн воспитанникĕ, 2017 çулта стипенди илнĕ ĕнтĕ.


Кăçал яш кекусинкай каратепе Россия чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Спортри çитĕнÿсемшĕн 3 №лĕ шкул вĕренекенне каллех укçан наградăланă. Вăл Пушкăртстанри чи лайăх 20 спортсмен шутне кĕнĕ. Толбазă ачине Пушкăртстан Республикин çамрăксен политикин тата спорт министрĕ Руслан Хабибов диплом панă. Стипендине çитес çултан пуçласа кашни уйăхра тÿлесе пырĕç.


Çамрăк каратистăн наставникне Тав çырăвĕпе наградăланă.
Читайте нас: