Корэш наци кĕрешĕвĕпе Россия Федерацийĕн чемпионачĕ Тутарстанăн тĕп хулинче иртнĕ. Çĕршывăн 30 регионĕнчен пухăннă 170 ытла участник чи вăйли ятшăн ăмăртнă.
Чемпионатра Пушкăртстан Республикине 10 кĕрешÿçĕ - регион чемпионачĕн çĕнтерÿçисем - тăратнă. Вĕсен шутĕнче пирĕн ентешсем те пулнă: Мурадăмра пурăнакан Рушан Ильясов тата Усман ялĕнчи Рамиль Галимов.
Аургазăсем республика чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕ. Илдус Надршин тренерăн воспитанникĕ Р. Ильясов тытăçусен итогĕсем тăрăх 65 кг таран виçе категорийĕнче чи лайăххи пулса тăнă, чемпионатра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Р. Галимов 70 кг таран виçе категорийĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă.