Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Спорт
7 Декабрӗн 2018, 14:17

Баскетбол - Толбазăра

Толбазăра яшсен регионри баскетбол лигин II турĕ иртрĕ

Яла яшсен регионри баскетбол лигин II турĕн участникĕсене - ултă хулан тата ултă районăн баскетбол дружинисене - йышăнма чыс тухрĕ.
Ачасемпе яшсен спорт шкулĕнче виçĕ кун тăршшĕне спорт ăмăртăвĕсем лăпланмарĕç. Вуникĕ команда черетлĕ тура иртмелли правăшăн кĕрешрĕ. Пирĕн атлетсене тăван стенасем те пулăшрĕç. "Tolbazyboys" команда тăватă вăйă ирттерчĕ, Янаул, Уфа тата Татăшлă районĕн командисене çĕнтерчĕ, Благовещенск спортсменĕсене çеç ирттерсе ячĕ.
- Ачасем тата темиçе командăпа пĕр пек балл пухрĕç. Çавăнпа та эпир III тура хутшăнасси пирĕнпе ăмăртакансем хушшинчи вăйăсен результачĕсенчен килет, - пĕлтерчĕ баскетболистсен тренерĕ Ильдар Симашев.
Толбазăра çывăх кунсенче те спорт хĕрÿлĕхĕ лăпланмĕ. Ачасемпе яшсен спорт шкулĕ Пушкăртстанăн çичĕ районĕнчи КЭС-Баскет шкулти баскетбол лигин участникĕсене йышăнĕ.
Читайте нас: