Старта спорта юратакан 200 ытла çын – шкулсенче, нумай профиллĕ колледжра вĕренекенсем, районти предприятисемпе организацисен работникĕсем, пенсионерсем – тухнă. Ăмăрту акатуй уйĕнче иртнĕ. Хĕрарăмсем икĕ километр, арçынсем виçĕ километр чупнă. Ăмăрту участникĕсем пурте дистанцисене ăнăçлă иртнĕ, финиша çитнĕ, çăмăл атлетикăпа туслисем çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, призсем илнĕ.