Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
28 Июнӗн 2019, 13:50

Ярослава – шанăç утравĕ

Толбазă ялĕнче вырнаçнă „Ярослава” центрта пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ, çемьере пусмăр тата законсăрлăх курнă, пурăнма укçи-тенки пулман хĕрарăмсемпе ачасене пулăшаççĕ.

Илемлĕ вырăнта, Толбазă ялĕнчи кÿлĕ патĕнчи сăртра, „Ярослава” янравлă ятлă илемлĕ шурă тĕслĕ çурт вырнаçнă.


Вăл хăйĕн алăкĕсене пуçласа 2018 çулхи августăн 19-мĕшĕнче уçнă. Çакă общество йĕркипе никĕсленĕ районти пĕртен-пĕр тата сайра йышши проект. Çурта сарăмсăр вилнĕ Ярослава Мигалĕн ывăлĕ Денис Мигаль Нижний Новгород, Салават тата Уфа епархийĕн чиркĕвне тÿлевсĕр панă.


Çавăнтанпа çак ирĕк çурт пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ, çемьере пусмăр тата законсăрлăх курнă, пурăнма укçи-тенки пулман хĕрарăмсемпе ачасемшĕн приют пулса тăнă. „Ярославăра” нацине тата мĕнле тĕне ĕненнине пăхмасăр йышăнаççĕ, апатпа тата пурăнмалли вырăнпа тивĕçтереççĕ, çухатнă документсене çĕнĕрен тума пулăшаççĕ, кил-çурт илсе пымалли хăнăхусене вĕрентеççĕ. Медицина тата психологи пулăшăвĕ параççĕ.


Эпĕ „Ярославăн” коменданчĕсенчен пĕринпе, йăл кулса тăракан тата ырă сунăмлă хĕрарăмпа, Клавдия Владимировапа тĕл пултăм.


- Эпĕ пенсинче ĕнтĕ, анчах та кунта опекăна илнĕ çынсене пулăшма хаваспах килетĕп. Мана ĕç килĕшет. Эпир пурне те пĕрле тăватпăр, кун¬та „хамăнни” тата „ютти” çине уйăрни çук. Пурте пĕр пысăк тата туслă çемье пек. Пĕр-пĕрне канашпа та пулăшатпăр, кукăль те пĕçеретпĕр, качака та сăватпăр, кил-çурта та тирпейлетпĕр, ачасемпе пĕрле вак-тĕвек те тăватпăр. Кунсемпе уявсем çемьери пек иртеççĕ. Манăн тивĕç – опекăна илнĕ çынсене апат пĕçерме пулăшасси, кил çумĕнчи участокра ĕçлесси, амăшĕсем ĕçре чухне ача пăхасси, психологи енĕпе пулăшасси тата хĕрарăмсене центрта пурăнма хăнăхтарасси, - каласа пачĕ вăл.


Центрта амăшĕсемпе вĕсен ачисем валли мĕнпур услови пур: вылямалли пысăк зона, кану пÿлĕмĕ, йывăç-курăк лартнă пахча, теттесем, кĕнекесем, мунча. Çаплах хуçалăхра чăхсем тата качакасем пур. Теплица пур, унта сотрудниксем хÿтлĕх шыраса килнисемпе пĕрле помидор, редис, хăяр, пăрăç тата сухан лартнă. Тата, паллах, участокра мĕнпур çĕрте чечексем куçа савăнтарса лараççĕ. Пĕтĕмпех тирпейлĕ тата илемлĕ, юратса лартнă. Халĕ çуртăн иккĕмĕш хутне туса пĕтереççĕ, унта çемьесем вырнаçма пултарĕç.


Сотрудниксемпе кунта пурăнакансем Евгений атте – Чăваш Хурамалĕнчи прихут иерейĕ - çинчен ăшшăн калаççĕ. Вăл „Ярославăна” уçма шухăш парса хавхалантарнă тата унăн кураторĕ пулса тăрать.


- Ăна эпир яланах кĕтетпĕр, - тет приютра пурăнакан, Нижний Новгородран килнĕ Ольга. – Вăл ырăлăх тата лайăх хыпарсем илсе килекен çын. Кашнине итлет, канаш парать тата хĕрхенет. Яланах пирĕн чун-чĕрери кăмăл-туйăмпа интересленет.


Кашни çын – хăйне евĕрлĕ уйрăм çын, вăл тулаш лару-тăрăва пула тарăхмалла мар. Çавна валли ăна кăштах пулăшмалла, унра ырăлăх, шанăç, юрату „вăрлăхĕсем акса çитĕнтермелле” .


„Ярослава” ура çинче çирĕп тăма пулăшать. Иккĕленÿллĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тата пуласлăх шанăçне çухатнă çынсене çĕнĕ пурнăç пуçлама пулăшать.


Пирĕн ялта çакăн пек питĕ лайăх çурт - ырăлăхпа шанăç çурчĕ - пурри савăнтарать.


И.АКБАШЕВА.
Читайте нас: