Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
4 Декабрӗн 2018, 14:22

Çĕнĕ çул тĕлне парне

Аургазă районĕнчи тăлăх ачасем хваттер уççисем илнĕ

Район администрацийĕ ултă çамрăк çын вали Толбазă ялĕнче хăтлă хваттер туяннă. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă яшсем тата хĕрсем çакăн пек парне илнĕ.


2018 çулта тăлăх ачасем валли çурт-йĕр туянма федераллă тата республика бюджечĕсенчен 8 288 732 тенкĕ уйăрса панă. Çĕнĕ çулччен тата икĕ çамрăк хваттер уççи илĕ.


Юлашки пилĕк çулта районĕпе пурĕ 46 тăлăх ачана пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Черетре 54 çын тăрать.
Читайте нас: