Аургазă хыпарçи
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Саламлатпăр
1 Нарӑсӑн 2021, 12:00

Саламлатпăр!

„Аургазă хыпарçи” („Çĕршыв çулĕ”) район хаçачĕн редакторĕ (1996-2010 çç.) Инсаф Загрутдинович Мифтахов (1946 ç.) 75 çул тултарать.

Февралĕн 1-мĕшĕнче Аургазă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, вăрçă, ĕç, Хĕçпăшаллă вăйсен тата пра­во сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) Пушкăрт республи­ка обществăлла организацийĕн район организацийĕн председателĕ, „Аургазă хыпарçи” („Çĕршыв çулĕ”) район хаçачĕн редакторĕ (1996-2010 çç.), Стерлибаш районĕнчи Бузат ялĕнче çуралса ÿснĕ Инсаф Загрутдинович Мифтахов (1946 ç.) 75 çул тултарать.
„Аургазă хыпарçи” хаçат редакцийĕн коллективĕ Мифтахов Ин­саф Загрутдиновича юбилей ячĕпе чунтан саламлать.
Пурнăç çулĕ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăхăр.
Тулăх кĕр пек пуянлантăр
Ырăпа Сирĕн кăмăлăр.
Çитнĕ ĕмĕт вăй-хал кÿтĕр,
Сиртĕр йывăр кунсене.
Чун ăшши нихçан ан сÿнтĕр
Сирĕн хĕрÿллĕ чĕрĕрте.
Читайте нас: