Пушкӑртстанри чӑвашĕсен пӗрлешӗвӗ ятӗнчен Сире ҫуралнӑ кун ячӗпе пӗтӗм кӑмӑлтан ӑшшӑн саламлатпӑр!
Пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе малашне те хастаррӑн утма ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу, вӑрӑм ӗмӗр, ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр. Кашни ҫӗнӗ кун савӑнӑҫлӑ пултӑр, сӑн-питре яланах ӑшӑ кулӑ ҫиҫтӗр, сӗтел ҫинчен ҫӑкӑр-тӑвар ан татӑлтӑр, мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрсе пытӑр. Ҫывӑх ҫыннӑрсен юратӑвӗпе тимлӗхӗ телей те савӑнӑҫ кӳччӗр.