Аургазă хыпарçи
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Саламлатпăр
26 Декабрӗн 2020, 13:40

VIP парнесем панă

Декабрĕн 25-мĕшĕнче районти Культура керменĕ умĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕн Çĕнĕ çул парнисене панă.

Нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенчи, чикĕленĕ сывлăх майĕсемлĕ, çаплах вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунă тата олимпиадăсенче çĕнтернĕ шкул ачисене Республика Пуçлăхĕн парнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов панă.
Культура работникĕсем уяв лару-тăрăвĕ йĕркеленĕ тата театрализациленĕ представлени кăтартнă. Елка патĕнче пурте хаваслă кăмăл-туйăмлă пулнă.
Парнене тивĕçнĕ ачасем хушшинче Шланлăри шкултан Михайлова Мария, Çĕнъялти шкултан Никитина Оля, Меселпуç шкулĕнчен Ефимова Анастасия тата ыттисем пулнă. Малашне те ачасене пысăк çитĕнÿсем сунатпăр!
Читайте нас: