Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Саламлатпăр
4 Мартӑн 2020, 16:30

Юбилей медалĕсем

Аургазă районĕнче ветерансене Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пулнине халалланă юбилей медалĕсем парасси малалла пырать.

Аургазă районĕнче ветерансене Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пулнине халалланă юбилей медалĕсем парасси малалла пырать.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов тата ветерансен совечĕн председателĕ Инсаф Мифтахов Юламан ялĕнче пурăнакан Александр Васильевич Федоров ветеран патĕнче пулса курнă. Ăна Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пулнине халалланă юбилей медалĕ панă, паллă дата ячĕпе саламланă, унăн пурнăç условийĕсемпе паллашнă.
Сăмах май, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ çак кунсенче 96 çул тултарнă. Нумай çулсем тăршшĕне район хаçатĕнче вăй хунă аслă ĕçтешĕмĕре эпир те чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, савăнăç сунатпăр!
Читайте нас: