Аургазă хыпарçи
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Саламлатпăр
23 Нарӑсӑн 2020, 11:00

Ирина Саригель Уфара монографипе паллаштарнă

А.-З. Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ «Пушкăртстан чăвашĕсен историпе культура аталанăвĕ (XVIII-XX ĕмĕр пуçл.)» кĕнекин презентацине ирттернĕ.

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ умĕн А.-З. Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче истори наукисен докторĕн, Пушкăрт государство медицина университечĕн докторĕн Ирина Сухареван (Ирина Саригель) «Пушкăртстан чăвашĕсен историпе культура аталанăвĕ (XVIII-XX ĕмĕр пуçл.)» кĕнекин презентацийĕ иртнĕ.
Профессорăн çĕнĕ монографине ученăйсем, государство тата обществăлла деятельсем пысăк хак панă. Автора А.-З. Валиди ячĕллĕ наци библиотекин директорĕ Юлдаш Ураксин, Вĕрентÿ, культура, çамрăксен политикипе спорт комитечĕн председателĕ Раиль Асадуллин, Пушкăрт государство аграри университечĕн профессорĕ Рафис Зиязетдинов, ПР Чăвашсен канашĕн ĕçтăвкомĕн комиссии председателĕ Борис Гордеев, Российăри нуакăсен академийĕн Уфари наука центрĕн Истори, чĕлхе тата литература институчĕн тĕп специалисчĕ Игорь Петров, ПР Чăвашсен канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ Людмила Мурманская тата ыттисем саламланă.
Мероприятинче Ирина Сухарева çаплах чăвашла, вырăсла тата пушкăртла юррисене юрласа каçа илем кÿнĕ.
Çаплах уяв мероприятине П.И.Миронов ячĕллĕ шкул вĕренекенĕсемпе педагогĕсем, «Нарспи» халăх фольклор-этнографи ансамблĕ, çаплах республикăри обществăлла хăшпĕр организацисен представителĕсем хутшăннă.
Читайте нас: