Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Саламлатпăр
15 Октябрӗн 2019, 11:28

Илемлĕ сасă – амăшĕнчен

Ирина Давлетшина ачаранпа артист пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл ачасен пĕр утренникне те сиктермен. Районти Культура çурчĕн сцени çине пилĕк çулта тухнă.

Шкулта вĕреннĕ çулсенче художество пултарулăхне хаваспа хутшăннă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕшĕн савăннă, ăна пулăшма тăрăшнă.

Шкул пĕтернĕ хыççăн Уфари искусствăсен институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Унăн суйлавне район администрацийĕн пуçлăхĕ Мидхат Валитов та ырланă. Культура сферинче çамрăк специалистсем яланах кирлĕ вĕт, кадрсем хамăрăннисем пулсан тата та лайăхрах.
Çав тапхăртан артист кунçулĕ пуçланать: агитбригадăпа тухса çÿренисем, творчество каçĕсем, концертсем. Пултаруллă хĕр пур ĕçе те хаваспа тытăнать.
Институт пĕтернĕ хыççăн Ирина Григорьевна Чăваш Республикине каять, унта Культура министерствинче ĕçлет. Анчах тăван кĕтес хăй патне туртать, вара вăл 2003 çулта Толбазăна таврăнать. Тăван Культура керменĕнче ĕçлеме пуçлать. Вăл хутшăнмасăр пĕр район мероприятийĕ те иртмест. Художество руководителĕ кашни сотрудникпа тĕрĕс ĕçлемелли мел тупать. Тÿрĕ чунлă пулни тата тараватлăх ăна ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшаççĕ.
И. Давлетшинан творчествăлла планĕсем нумай. Вăл мĕн те пулин шухăшласа хунă пулсан, çавна тăватех иккенне эпир пĕлетпĕр. Унăн творчество хастарлăхне ăмсанма пулать.
Илемлĕ сасă ăна амăшĕнчен, Нурияран, куçнă. Ирина чăвашла, пушкăртла, тутарла, вырăсла юрăсем хаваспа юр¬лать, клипсенче ÿкерĕнет.
Ачисем – Ренальд тата Самира – амăшне питĕ лайăх вĕреннипе тата конкурссенчи, олимпиадăсенчи çĕнтерÿсемпе савăнтараççĕ.

Çуралнă кун умĕн эпир, Культура керменĕн сотрудникĕсем, ăна творчествăлла çитĕнÿсем, çĕнĕ идейăсем тата çĕнтерÿсем, çемье ырлăх-пурлăхĕ тата телей сунатпăр.
Г. ХАМИТОВА,

„Аургазы” халăх театр руководителĕ.
Читайте нас: