90 çул сахал-и вăл, нумай-и? Паллах, нумай. Кашни çыннах ун чухлĕ пурăнма пÿрмен.
Лидия Николаевнăна юбилей ячĕпе тăванĕсем, ялйышĕ тата ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем те саламлама килнĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранне парнесемпе, салам сăмахĕсемпе савăнтарнă.
Лидия Николаевна, мăшăрĕ, Николай Дмитриевич, пекех, пурнăçĕ тăршшĕпех шкулта вăй хунă, Дадановка ялĕнче пуçламăш класс ачисене пĕлÿ панă. Вăл çаплах пилĕк ача амăшĕ те (шел пулин те, пĕр ачи пĕчĕкĕлле вилнĕ).
Ачисемпе мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем час-часах хăнана килсе çÿреççĕ, тунсăхлама памаççĕ. Ытти чухне пĕччен пурăнать, мăшăрĕ чирленĕ пирки нумай çул маларах вилнĕ.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра Лидия Николаевна 16 çулта пулнă. Ытти нумай çынпа пĕр тан ăна та сахал мар йывăрлăх тÿсме тивнĕ. Анчах та çак тĕрĕслевсене пăхмасăр, вăл çутă кăмăллă çын пулса юлнă. Унăн куçĕсем яланхи пекех чĕррĕн йăлкăшса тăраççĕ.
Лидия Николаевнăна ырлăх-сывлăх, телей тата нумай çул пурăнма сунатпăр!