Юламан ялĕнчи Александр Федоров 1942 çулхи апрельте, 18 çулта чухне, фронта кайнă, çапăçусемпе Мускав патĕнчен пуçласа Кенигсберга çитнĕ. Оборона тата тапăнуллă питĕ пысăк çар операцийĕсене тÿреммĕн хутшăннă, вĕсем шутĕнче – Курск çапăçăвĕ, „Багратион” операци. I степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, икĕ „Хăюлăхшăн”, „Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, „Кенигсберга илнĕшĕн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе наградăланнă. Çар çулĕсемпе çыхăнни пĕтĕмпех паянхи кун та асĕнчен кайман, нумай япала çинчен каласа пама пултарать. Тăшманăн пульлисем шăхăрнă тата артиллерийĕ персе тăнă май ăна пĕрре мар атакăна çĕкленме тÿр килнĕ. Хĕвелтухăç Пруссине ирĕке кăларассишĕн çапăçусем уйрăмах ветеран асĕнче юлнă. 1945 çулхи январьте 3-мĕш Украин фрончĕн чаçĕсем, салтак ун составĕнче çапăçнă, Кенигсберг патне çитнĕ, нимĕç çарĕсен ушкăнне хулара тата крепоçра хупăрласа илнĕ. Хаяр çапăçусем пуçланнă. Кунта пирĕн нумай салтак пуç хунă, анчах та хулна илнĕ.
Вăрçă хыççăн Александр Васильевич учитель пулса ĕçленĕ, «Çĕршыв çулĕ» район хаçачĕн редакторĕн чăваш дубляжĕ енĕпе заместителĕнче 67 çула çитиччен вăй хунă. Пĕлтĕр арăмĕпе, Александра Максимовнăпа, мăшăрлă пурнăçпа пурăнма пуçланине 70 çул çитнине паллă тунă. Арăмĕ – тыл ĕçченĕ, çаплах медальсемпе наградăланнă. Телейлĕ пурнăçпа пурăнса 7 ача ÿстернĕ. Халĕ вĕсене 8 мăнукĕ тата мăнукĕсен 6 ачи савăнтарать.
95 çулта пулсан та, юлашки вăхăтра кăшт чирлекелесен те, юбиляр ăстăнĕпе çирĕп. „Новости” программăна пĕрмаях пăхать, хаçат вулать, çавăнпа çĕршыври тата тĕнчери политика лару-тăрăвĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлет. Вăрçă çинчен хăйĕн асаилĕвĕсене çырнă. Çамрăк ăру валли хăварма вĕсене пухса кĕнеке кăларма ĕмĕтленет.