Муниципаллĕ район Совечĕ тата администрацийĕ сире çуркуннехи чаплă уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чунтан саламлаççĕ.
Эпир çак кунхине сире ăшă кăмăллă сăмахсем хава¬спа калатпăр, юратнине уçса паратпăр, сирĕн питĕ лайăх миссине, пысăк яваплăхăра тата хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиеннĕ нагрузкăна уйрăмах палăртатпăр.
Сирĕн çемйĕрсенче яланах тăнăçлăх, юрату тата пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланччăр, питĕрсем çинче çиçсе тăракан йăл кулă таврари çынсене яланах çурхи ăшă парнелетĕр. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене сывлăх, çурхи кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх-пурлăх сунатпăр.
район администрацийĕн пуçлăхĕ.