Аургазă хыпарçи
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Саламлатпăр
4 Нарӑсӑн 2019, 11:35

Хурамал чăвашĕ

Çак кунсенче Юрий Харитонович Леонтьев черетлĕ юбилейне паллă тăвать.

Пĕр пек ятлă тата хушаматлă çын кашни ялтах пур. Анчах Юрий Харитонович тенине илтсенех сăмах кам çинчен пынине туххăм тавçăрса илеççĕ, çавăнтах „Чăваш Хурамалĕнчен” тесе хушса хураççĕ.


Пĕтĕмпех тĕрĕс, Юрий Харитонович Леонтьев 1959 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Хурамалĕнче çут тĕнчене килнĕ. Кашни ял ачи пекех, малтан ялти шкулта букварьпе паллашнă, каярахпа вара Пушкăрт патшалăх университетĕнче ăслăлăх кĕнекисене шĕкĕлченĕ. Вĕренсе пĕтерсен аслă пĕлÿллĕ математика учителĕ пулса тăнă. Пăртак хулара ĕçленĕ хыççăн тăван ялне таврăннă. Текех хула илĕртмен ăна. Тăван ял ачисене ялти шкулта хăй юратакан математика, физика, информатика предмечĕсене хăйĕн пекех юратса алла илме пулăшма шутланă. Халĕ ĕнтĕ унăн пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 34 çулпа танлашать. 30 çул ытла тăван ялĕнчи шкулта вăй хурать. Хальхи вăхăтра та унăн кашни ĕç кунĕ кунти Василий Васильевич Николаев ячĕллĕ шкулта пуçланать. Уроксем ирттернисĕр пуçне акă 12 çул хушши ĕнтĕ историпе краеведени музейне ертсе пырать. Музей çумĕнче çамрăк краеведсен кружокĕ те ĕçлет.


Юрий Харитонович çамрăк ăрăва ăслă-тăнлă та çирĕп вăй-халлă пулма вĕрентсе воспитани парассишĕн сахал мар вăй хурать. Çамрăк краеведсен кружокĕн занятийĕсем, тĕрлĕ темăллă викторинăсем ачасем хаваспах хутшăннипе иртеççĕ. Паллах, çакă хăйĕн уссине паратех. Сăмахран, шкул ачисен проекчĕсене хатĕрлессипе Юрий Харитоновичăн вĕренекенĕсем 18 хутчен район шайĕнчи призерсем, 12 хутчен республика шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсен çĕнтерÿçисем пулнă. Шкул ачисенчен К. Леонтьев Чăваш Республикинчи шкул ачисен космонавтсен пĕрремĕш отрячĕн 50 çулхи юбилейне халалланă наукăпа практика конференцийĕнче пĕрремĕш вырĕн йышăннă. Хамăрăн паллă ентешĕмĕр, тутар литературин классикĕ Г. Ибрагимов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă ăмăртура та Чăваш Хурамал вĕренекенĕсем районти музейсем хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 100 çул çитнине халалланă конкурсра та мала тухнă.
- Иртнĕ 2-3 çул хушшинче чылай тунă, анчах тума палăртса хуни те чылай-ха, - тет паллă таврапĕлÿçĕ. – Ялсене çĕнĕ сăн памалла, ял çыннин тавракурăмĕпе ăс-тăнне çĕнĕ шая çăклемелле, тăван кĕтес илемне упрамалла, ăна тата илемлĕрех тумалла. Кашни çын хăйĕн ăрупа йăх, несĕл тымарĕсене пĕлме тăрăштăр. Хальхи интернет саманинче çаксене тума йывăрах мар. Кăмăл пулни, пĕлесшĕн çунни тата ĕçе йĕркелесе ертсе пыни çеç кирлĕ.
Ку енĕпе Юрий Харитонович хăй чылай тăрăшать. 2016 çулхи июнь тата 2018 çулхи июль уйăхĕсенче яла никĕсленĕ çынсен тăван çĕршывне юрă-кĕвĕ ăстисемпе пĕрле çитсе курассине йĕркеленĕ. Каймассерен мĕн те пулин çĕннине, интереслине тупса килнĕ. Çакна май вырăнти музей те пуянлансах пырать. Анчах та вăл хăйĕн тĕп ĕç вырăнĕ шкул, тĕп ĕçĕ ачасене пĕлÿ парасси пулнине самантлăха та манса каймасть. 13 çул хушши районти çĕнĕлле ĕçлекен пултаруллă вĕрентекенсен „Эврика” клубне ертсе пынă, 15 çул районти информатика вĕрентÿçисен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнă. Çавăн пекех творчествăлла ĕçлекен учительсен ушкăнĕпе пĕрле районти тата республикăри чылай шкула çитсе курнă. Тепĕр чухне кăтартуллă уçă уроксем те панă. Хальхи вăхăтра районти шкулсен музейĕсен ертÿçисен ĕçне-хĕлне йĕркелесе пыма пулăшать. Ял тăрăхĕн депутачĕ пулни те ун умне сахал мар ĕç кăларса тăратать.
Пултарулăхне кура Юрий Леонтьева Чăваш Республикипе Пушкăрт Республикин Культура министерствисен Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Вăл Россия Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, В.В. Николаев ячĕллĕ преми лауреачĕ. Ытти сумлă ят та чылай унăн. Малашне татах пуласса шанас килет.
А. САВЕЛЬЕВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ.
Читайте нас: