Январĕн 10-11-мĕшĕсенче республикăри К.А. Давлеткильдеев ячĕллĕ художествăлла интернат-гимнази никĕсĕнче республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче 8-11 классенче вĕренекенсем хушшинче тăван чĕлхепе тата литературăпа олимпиада иртнĕ.
Пурĕ тăван чĕлхесемпе олимпиадăсене 215 ача хутшăннă.
Олимпиада хупăннин церемонине Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ министрĕн заместителĕ Альфия Галиева, массăллă информаци хатĕрĕсен, обществăлла наци организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Олимпиада ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ытти чĕлхе представителĕсемпе пĕрле, тăван чăваш чĕлхипе тата литературипе Аургазă районĕн Çĕнĕ Федоровка ялĕнчи вăтам шкулăн, Толбазă ялĕнчи лицей МБОУн Юламанти филиалĕн, Бишкаин ялĕнчи вăтам шкулăн, Кăрмăскалă районĕн Ефремкино ялĕнчи вăтам шкулăн, Белебей районĕн Слакбаш ялĕнчи вăтам шкулăн вĕренекенĕсем çĕнтернĕ.
Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿ министерствин материалĕсем тăрăх.