Аургазă хыпарçи
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Саламлатпăр
21 Декабрӗн 2018, 17:34

Фотоконкурсшăн призсем!

Вулакансем валли йĕркеленĕ „Асăнмалăх сăнÿкерчĕк” фотоконкурс вĕçленчĕ.

Редакцине çирĕме яхăн фотоÿкерчĕк ярса пачĕç. Вĕсенчен ытларах пайĕ çырса янă текстпа пĕрле пирĕн хаçат страницисенче пичетленсе тухрĕ. Шел пулин те, ярса панă хăшпĕр сăнÿкерчĕксем начар пахалăхлă пулчĕç е конкурс критерийĕсене тивĕçтермерĕç. Çавăнпа та вĕсене йышăнмарăмăр.
Жюри пĕтĕмлетÿсем турĕ, чи лайăх виçĕ автора палăртма шутларĕ. Вĕсем А. Иванов (Бишкаин ялĕ), Л. Валитова (Толбазă ялĕ) тата Веселовка ялĕнчен В. Ванюшин пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене декабрĕн 26-мĕшĕнче ирхи 11.00 сехетре асăнмалăх парнесем илме редакцинче кĕтетпĕр.
Çитес çул эпир çĕнĕ фотоконкурс пĕлтерĕпĕр, ун çинчен каярах çырăпăр. Хутшăнăр, призсем выляса илĕр!
Читайте нас: