Вăл официаллă ахаль уяв кăна мар, документа йышăннă асран кайми кун, халĕ эпир хамăра Россия çыннисем тесе мухтанса калатпăр, пирĕн çĕршывра пулса иртекен политикăлла, экономика тата социаллă процессене пурне те хутшăнма пултаратпăр. Пирĕнтен кашнин тивĕçĕ - Российăн тĕп Законĕн йĕркисене пăхăнасси, право государствин принципĕсене сыхласа хăварасси. Лартнă задачăсене эпир пĕрле вăй хурса çеç пурнăçлама пултарăпăр.
Çак паллă кун сире пурнăçра тата ĕçре стабиллĕх, килĕшÿлĕх, пĕр-пĕрин хушшинчи ырă хутшăнусем, сывлăх, телей, тăван район ырлăхĕшĕн çитĕнÿсем сунатпăр.
З. Идрисов, район администрацийĕн пуçлăхĕ.