Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулăшусем
11 Ноябрӗн 2019, 17:03

Газ кĕртме сертификатсем параççĕ

Пушкăртстан çыннисем çурта газ кĕртме 60 е 100 пин тенкĕлĕх сертификат илме пултараççĕ.

Пушкăртстанри çăмăллăх илекенсен категорине кĕрекен çынсене çурчĕсене газ сетĕсемпе çыхăнтарма сертификатсем парĕç.

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров çавăн пек решени йышăннă. Вăл соцсетьсенче çырнă тăрăх, газ кĕртме вăтамран çĕр пин тенкĕ кирлĕ, нумай çыншăн çак сумма вăйçемми мар, çавăнпа та государство тăкаксен пĕр пайне хăй çине илĕ.
Çак программа валли республика бюджетĕнчен 2019 çулта 64 миллион тенкĕ, çитес виçĕ çулталăкра 200-шер млн тенкĕ уйăрса парĕç.


Кама сертификат параççĕ?

Сертификата пĕрмаях Пушкăртстанра пурăнакан Россия гражданĕсем, çуртне газпа çыхăнтарман уйрăм çурт хуçисем е уйрăм çуртра пайĕ пур харпăрçăсем тата çак категорисенчен пĕрне кĕрекенсем илме пултараççĕ:
- Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем;
- Аслă Отечественнăй вăрçă тата çар ĕçĕсен инваличĕсем;
- инвалидсем;
- инвалид-ача пур çемьесем;
- иумай ачаллă çемьесем.
Енчен те темиçе категорине кĕрнĕ тĕслĕхре сертификат пĕрре çеç параççĕ.
Кама мĕнле суммăлăх сертификат параççĕ:
Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене тата инваличĕсене, çар ĕçĕсен инваличĕсене – 100 пин тенкĕ;
пĕчĕк тупăшлă инвалидсене, инвалид-ача пур çемьесене, нумай ачаллă çемьесене – 100 пин тенкĕ;
пĕчĕк мар тупăшлă инвалидсене, инвалид-ача пур çемьесене тата нумай ачаллă çемьесене – 60 пин тенкĕ.
Тĕплĕнрех çакăнта вуласа пĕлме пулать:
Читайте нас: