Аургазă хыпарçи
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулăшусем
8 Майӑн 2019, 13:08

Майăн 9-мĕшĕ тĕлне тÿлевсем

Пушкăртстанра Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем тата инваличĕсем Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне тÿлев илĕç.

Россия Президенчĕ Владимир Путин „Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне граждансен хăшпĕр категорийĕсене паракан çулленхи укçан тÿлев çинчен” Указне алă пуснă. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене 10 пин тенкĕ чухлĕ укçан тÿлев парĕç.
Российăн Пенси фончĕн мĕнпур управленийĕсенче те хатĕрлев ĕçĕсем ирттернĕ: тÿлев илекенсен списокне йĕркеленĕ, полномочиллĕ органсенчен кирлĕ информацине тĕпчесе пĕлнĕ. Пушкăртстан Республикинче Аслă Отечественнăй вăрçăн 1293 участникĕ тата инваличĕ тÿлев илĕ. 176 ветеран Аслă Çĕнтерĕве 74 çул пулнине 100 тата ытларах çулта кĕтсе илет.
Г. ХУСНУТДИНОВА.
Читайте нас: