Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулăшусем
1 Нарӑсӑн 2019, 11:48

Оборудовани туянма субсидисем

Пушкăртстанра пĕчĕк тупăшлă çемьесем тата хăшпĕр пенсионерсем цифрăллă ТВ пăхма тÿлевсĕр оборудовани илĕç.

Пушкăртстан правительстви цифрăллă вещанине куçма нушаланакансене тÿлевсĕр приставкăсем пама субсидисем уйăрса памалли йĕркене палăртакан постановлени кăларнă.
Аса илтеретпĕр, Пушкăртстан 2019 çулхи июньте пĕтĕмпех „цифрăна” куçать. Çав вăхăтчен республикăри спутник турилкки çук çынсем пурте ăна хатĕрленмелле. Камăн укçи-тенки çителĕксĕр, вĕсене регион влаçĕсем пулăшма хатĕр.
Республика „Пушкăртстанăн спутник телекоммуникацийĕсем” акционер обществине укçа уйăрса парĕ.
Нушаланакансен списокне регионти хуласемпе районсен администрацийĕсем тумалла – вĕсене ПР Пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентствине памалла.
Документра пенси çумне федераллă хушма тÿлев илекен пенсионерсен (урăхла каласан, çирĕплетнĕ минимумран сахалрах пенси илекенсен) тата ача пособийĕ илекен пĕчĕк тупăшлă çемьесен оборудованине тÿлевсĕр ларттарма право пурри çинчен каланă. Палăртнă категорине кĕрекенсен пурин те 2019 çулхи июнĕн 3-мĕшĕччен ПР Пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен агентствине ыйтса каймалла.
Пособине пĕр кил-çурта пĕр хутчен параççĕ. Оборудованин тата ăна йĕркелесе лартнин сумми 6 пин тенкĕ ытла пулмалла мар тесе палăртаççĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: