Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулăшусем
21 Декабрӗн 2018, 18:16

Социаллă пособисем илекенсене

Республикăн пĕтĕм территорийĕнче РЦСПН ГКУ филиалĕсенче граждансене йышăнмалли режим çирĕплетеççĕ.

Районсенче Халăха социаллă пулăшу паракан республика центрĕ ГКУ филиалĕн пайĕсене пĕтернĕ пирки граждансем социаллă пулăшу мерисем пама ыйтса килнин хисепĕ тата заявле¬нисем йышăнас енĕпе ĕç калăпăшĕ ÿснĕ. Çав сăлтавпа вăхăтлăх мера вырăнне республикăн пĕтĕм территорийĕнче РЦСПН ГКУ филиалĕсенче 2018 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен куллен 9.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен (шăматкун тата вырсарникун канмалли кунсем) граждансене йышăнмалли режим çирĕплетеççĕ.


ПР Стерлитамак хули тăрăх РЦСПН ФГКУра (Карл Маркс урамĕ, 103 çурт) 2018 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен граждансене йышăнĕç. Йышăнмалли сехетсем: тунтикун, ытларикун, кĕçнерникун – 9.00-13.00 сехетсенче, юнкун – 8.00-13.00, эрнекун – 9.00-13.00 сехетсенче. Т. 8 (3473) 25-08-46, 25-09-07, 25-02-07, 25-67-64.


Виле пытарма социаллă пособи илме формальноçсене тăвас тата справка парас ыйтусем тăрăх граждансене йышăнасси улшăнусăр тăрса юлать: тунтикун, ытларикун, кĕçнерникун 9.00-18.00 сехетсенче, юнкун 8-00-19.00, эрнекун 9.00-14.00 сехетсенче, кăнтăрлахи апат тăхтавĕсĕр.


Ачашăн тÿлекен кашни уйăхри пособине, пĕчĕк тупăшлă нумай ачаллă çемьесене пĕр хутчен паракан укçан компенсацине, нумай ачаллă çемьесен уйрăм категорине паракан кашни уйăхри пособине, 2018 çулта çуралнă (усрава илнĕ) пĕрремĕш ачашăн кашни уйăхри тÿлевсене, 2018 çулта çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене пĕр хутчен паракан тÿлеве, пĕр вăхăтрах иккĕ е ытларах ача çуралнă çемьесенчи ачасем виçĕ çул тултариччен тÿлекен кашни уйăхри ача пособине, граждансен уйрăм категорине паракан социаллă пособине заявлени панă кунран пуçласа вуникĕ уйăха палăртаççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлевшĕн субсидине заявлени панă уйăхран пуçласа ултă уйăха палăртаççĕ.


Çавна май тÿлевсем илме чарăннă граждансене социаллă пулăшу мерисем пама заявле¬нисем çырма чĕнетпĕр.


Филиал паракан социаллă пулăшу мерисем çинчен информацине Стерлитамак хули хула округĕн официаллă сайтĕнче (www.sterlitamakadm.ru), государство тата муниципаллĕ пулăшусен пĕрлĕхлĕ порталĕнче (www.gosuslugi.ru), Пушкăртстан Республикин государство тата муниципаллĕ пулăшусен порталĕнче (www.pgu.bashkortostan.ru), ПР Ĕçлев министерствин официаллă сайтĕнче (www.mintrudrb.ru, rcspn.mintrudrb.ru) вырнаçтарнă.


Государство пулăшăвĕсен регионти порталĕнче (https://gosuslugi.bashkortostan.ru/) хальхи вăхăтра социаллă пулăшу мерисем палăртмашкăн заявленисене электронлă тĕспе тăратмалли май пур.


Черетре кĕтсе тăрас вăхăта кемĕтес тĕллевпе специалистсем патне йышăнăва (3473) 25-15-72 телефонпа малтан çырăнассине йĕркеленĕ. Çавăн тăрăх паллă вăхăта çырăнма пулать.


Г. ШАГИМУРАТОВ,

филиал директорĕ.
Читайте нас: