Хуласенче тата районсенче граждансем юлашки уйăхсенче нумай функциллĕ центрсенче черетсем пулса кайнин проблемипе тĕл пулчĕç. Çакă халăха паракан социаллă пулăшу мерисене кăçалхи июльтен пуçласа çавăнта куçарнипе çыхăннă. Çитменнине тата, çак пулăшусене парасси уйрăм кăткăслăхпа çыхăннă. Тĕслĕхрен, нумай ачаллă çемьен пособи формальноçĕсене тума 1,5-2 сехет кирлĕ.
Нумай функциллĕ центр РГАУ Толбазă ялĕнчи уйрăмĕн ĕç калăпăшĕ, иртнĕ çулпа танлаштарсан, икĕ хута яхăн ÿснĕ. Вăтăр виçĕ пин çын ыйтакан пулăшусен калăпăшĕ пысăк. Росреестрăн, миграци, налог службисен, Пенси фончĕн, Халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр пулăшăвĕсене нумайрах ыйтаççĕ. Уйрăм кашни кун 250 яхăн гражданина йышăнма пултарать.
Государство тата муниципаллĕ пулăшусене памалли пахалăха тата илмелли мая ÿстерес тĕллевпе ял Совечĕсен никĕсĕсенче ТОСП ĕçне йĕркеленĕ.
ТОСП – вăл территорисенчи уйрăм структура подразделенийĕсем, граждансене ял тăрăхĕсенче йышăнакан «чÿречесем». Вĕсем пулăшусене кĕске вăхăтра, çын пурăнакан вырăнта, район центрне кайса çÿремесĕр илме май параççĕ. МФЦ Толбазă ялĕнчи уйрăмĕ паракан пулăшусен çавăн пекех списокне ыйтса ТОСП кайма пулать. Çакă район халăхĕшĕн ансатрах тата меллĕрех, юнашарах.
Районта 11 ТОСП ĕçлет, вĕсем малтан çырса çеç халăха йышăнаççĕ:
1. Балăклăкуль ялсовечĕ, Балăклăкуль ялĕ, Советская урамĕ, 54.
2. Батăр ялсовечĕ, Куезбаш ялĕ, Садовая урамĕ, 38 а.
3. Бишкаин ялсовечĕ, Бишкаин ялĕ, Выездная урамĕ, 19.
4. Ибрай ялсовечĕ, Çĕнĕ Федоровка ялĕ, Первомайская урамĕ, 1 а.
5. Исмагил ялсовечĕ, Исмагил ялĕ, Центральная урамĕ, 2.
6. Ишлĕ ялсовечĕ, Ишлĕ ялĕ, Ленин урамĕ, 19.
7. Меселпуç ялсовечĕ, Меселпуç ялĕ, Школьная урамĕ, 12 а.
8. Нагадак ялсовечĕ, Тутар Нагадак ялĕ, Центральная урамĕ, 121.
9. Çĕнĕ Кальчир ялсовечĕ, Çĕнĕ Кальчир ялĕ, Советская урамĕ, 33.
10. Семен ялсовечĕ, Семен ялĕ, Советская урамĕ, 2 а.
11. Тукай ялсовечĕ, Тукай ялĕ, Я. Чанышев урамĕ, 32.
Специалистсем çак адрессемпе тухса çÿреççĕ. Вырăнта йышăнмалли дата çинчен пĕлтерĕве ялсовечĕсен алăкĕсем çине çакса хураççĕ.
2019 çулхи январь уйăхĕнче МФЦ халăх килсе тулĕ. Çакă тĕрлĕ социаллă тÿлевсем, пособисем илме документсем парассипе çыхăннă. Халăхпа ăнлантару ĕçĕ илсе пымашкăн онлайн-консультант йĕркеленĕ, вăл çак адреспа вырнаçнă:
http://calc.rcspn.mintrudrb.ru/adviser/Default.aspx. Граждансем кунта государство социаллă пулăшу илмелли право çинчен пĕлме пултараççĕ.
Çак мерăсене памалли условисемпе, çаплах кирлĕ документсен списокĕпе ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă пулăшу паракан министерствин
www.mintrudrb.ru („Социальная поддержка” уйрăмĕнче) тата РЦСПН ГКУ
http://rcspn.mintrudrb.ru („Выплаты и пособия” уйрăмĕнче) сайчĕсенче паллашма пулать.
Хушма ыйтусем пур-и? МФЦ РГАУ контакт-центрĕн телефонĕпе шăнкăравлăр: +7(347)246-55-33. Унпа эсир МФЦ паракан пулăшусем тата кирлĕ документсен списокĕ çинчен информаци илме, документсен хатĕрлĕхĕ çинчен пĕлме, ял тăрăхĕсенчи ТОСПсен ĕçĕ çинчен информаци илме тата йышăнăва çырăнма пултаратăр.
Çаплах организацин mfcrb.ru официаллă сайтĕнче пулăшусен тулли списокне, кирлĕ документсен пакетне тĕрĕслеме, йышăнăва çырăнма пулать.
Пресс-служба материалĕсем тăрăх А. ХАКИМОВА хатĕрленĕ.
МФЦ РГАУ Толбазă ялĕнчи уйрăмĕн управляющийĕ.
Нумай функциллĕ центрăн пĕтĕм коллективĕ заявлени паракансем черетре кĕтсе тăракан вăхăта чакарас енĕпе çине тăрса тата тимлĕ ĕçлет. Мерăсем йышăннине пула черетре кĕтсе тăнин вăтам вăхăчĕ декабрь уйăхĕнче 6 минут пулнă, çакă нормативпа килĕшсе тăрать. Танлаштарса пăхма: август уйăхĕнче - 43 минут ытла.
Сотрудниксем заявлени паракансен вăхăтне перекетлес тĕллевпе мĕнле ыйтупа килнине ыйтса пĕлеççĕ, малтанхи консультаци параççĕ, черетре кĕтекенсен хисепĕ çинчен, малтан çырăнса урăх кун пулăшу ыйтса килме пултармалли май çинчен пĕлтереççĕ.
Заявлени паракансем килсе тулма пултарас чухне уйрăма йышăнмалли хушма икĕ „чÿрече” йĕркелемелли майпа тивĕçтернĕ. Район администрацийĕ хушма чÿречесем вырнаçтарма тата кĕтмелли зала пысăклатма лаптăксем памалли ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлет.
Уйрăм государство пулăшăвĕсем памалли процеса ансатрах, майлăрах, уçăрах тăвас, черетре кĕтмелли вăхăта, документсен формальноçĕсене тумалли срока чакарас енĕпе тăтăшах ĕçлет. Заявлени паракансем хушшинче ирттернĕ sms-ыйтăмпа килĕшÿллĕн, панă пулăшусен пахалăхĕпе халăх кăмăллă пулнин шайĕ халĕ 97% пулать.