Аургазă хыпарçи
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
27 Августӑн 2019, 18:14

Вăрăсем – Аургазă хĕрĕсем

ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, магазинтан япала вăрланин фактне тупса палăртнă.

Малтанхи даннăйсем тăрăх, Аургазă районĕнчи 15 çулти хĕр тата унăн 16 çулти тантăшĕ (иккĕшĕ те Стерлитамакри шкулсенчен пĕринче вĕренеççĕ) çамрăксен тумтирĕ сутакан магазинта 3 пин тенкĕ ытла суммăлăх тавар вăрланă.
Видеокамерăсем ÿкернине пăхса тухнă чухне вăрланине пĕлнĕ.
Полици сотрудникĕсем, оперативлă мероприятисем ирттерсе, пулма пултаракан вăрăсене тупса палăртнă. Часах вĕсене тытса чарнă. Хĕрсем хăйсен айăпне йышăннă.


Ку ĕç тăрăх
уголовлă ĕç пуçарнă.
Читайте нас: