Пушкăртстанра манинăна газон çинче лартса хăварнăшăн штраф хуни çинчен закон вăя кĕнĕ. Пушкăртстан Госпухăвĕн депутачĕсем автомобиле газон, клумба тата ача-пăча площадкинче лартса хăварнăшăн тата вĕсем урлă иртнĕшĕн штрафсем кĕртнĕ.
граждансемшĕн – 1-2 пин тенкĕ;
должноçри çынсемшĕн – 5-10 пин тенкĕ;
юридически лицосемшĕн – 20-30 пин тенкĕ.
Закона иккĕмĕш хут пăснă тĕслĕхре штраф икĕ хута яхăн пысăкрах пулать.
Закон тăрăх административлă комисси протокол çырать тата штраф парать. Вăл кашни хулара тата районта пур. Унăн телефонĕпе адресне муниципалитетăн сайтĕнче, „Административная комиссия” пайра пĕлме пулать.
Çынсем, водителе штраф паччăр тесе, газон çинче лартса хăварнă машинăна ÿкерсе илсе ярса пама пултараççĕ-и?
Çавăн çинчен РФ КоАП 26.7 статйин 2 пайĕнче çырнă, сăнÿкерчăк е видео айăпа çирĕплетсе паракан хатĕрсем пулма пултараççĕ. Анчах çавна валли темиçе условине пурнăçламалла. Çавă анонимлă çыру пулма пултараймасть. Гражданинăн ятарлă бланка (ăна Юстици енĕпе госкомитетăн сайтĕнчен куçарса илме пулать) çырса тултармалла, унта хăйĕн ятне, хушаматне, çыхăнмалли телефонне тата электронлă почта адресне, çаплах закона пăснă çынна ăçта тата хăçан курнине, мĕнле телефонпа ÿкерсе илнине çырмалла.
Фотоÿкерчăк тата видео пахалăхлă пулмалла. Вĕсенче автомобиль газон çинче е ача-пăча площадкинче тăни лайăх курăнмалла, географи палли (урам ятне, çурт номерне çырнă табличка пулсан питĕ аван), çаплах машинăн регистраци номерĕ пулмалла. Енчен те водитель автомобиль салонĕнче çыхăнмалли телефон номерĕпе записка хăварнă пулсан, ăна та ÿкерсе илмелле.
Заявленине, фотоÿкерчĕке тата видеона хăвăрăн административлă комиссин официаллă электронлă почтине ярса памалла е хăвăр илсе килмелле.
Çынсем вĕсем ыйтса пыни мĕнпе вĕçленнине пĕлĕç-и?
Жалоба – официаллă ыйтса çырни, вăл „Россия Федерацийĕн гражданĕсем ыйтнине пăхса тухмалли йĕрке çинчен” закон витĕмне лекет, çавăнпа та ыйтса çырнинче кăтартнă почтăна е адреспа административлă комисси йышăннă решени çинчен пĕлтерÿ килет.
Çын доверенность тăрăх машинине сутнă е ун машинине вăрласа кайнă пулсан?
Фотоÿкерчĕк тунă самантра машинăпа кам-тăр урăххи усăланнă пулсан тата çавна çирĕплетсе пама май пур пулсан, машинăпа усăланнă çынна штраф параççĕ. Çакă каршеринг компанийĕсене те пырса тивет – енчен те çын автомобиле арендăна илнĕ тата чечек йăранĕ çине лартса хăварнă пулсан, компанине палăртнă вăхăтра автомобильпе кам усăланни çинчен запрос яраççĕ, кайран арендатор ячĕпе штраф килет.
Урăх объектсем çине кĕрсе кайнăшăн (сăмахран, тротуар çине) мĕншĕн яваплăх шута илмен?
Ун пек штраф пур. Машинăна тротуар çине лартса хăварнăшăн пĕр пин тенкĕ штраф параççĕ, Мускавра тата Санкт-Петербургра - виçĕ пин. Çавна Россия Федерацийĕн административлă правăна пăснисем çинчен Кодексăн 12.19 статйин 3 пунктĕнче çырнă. Çакăн пек пăснисемшĕн ГИБДД сотрудникĕсем штраф хураççĕ.
Автомобиль газона кÿнĕ сиене хаклĕç-и?
Çук, çак статья тăрăх кÿнĕ сиене пăхмасăр яваплăх тыттараççĕ.
Автомобиле картишĕнчен ăçта эвакуацилĕç?
Вĕсене турттарса каймĕç. Газон çине лартса хăварнăшăн водителе штраф кĕтет. Эвакуатор чĕнсе илме сăлтав пулса тăракан закона пăснисене Россия Федерацийĕн административлă правăна пăснисем çинчен Кодексăн 27.13 стайинче çырнă. Унта, сăмахран, машинăна иккĕмĕш ретре, тоннельте, çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли вырăн патĕнче, трамвай çулĕ çинче е тротуар çинче тăратса хăварни, тормоз системи юсавсăр пулни тата водитель ÿсĕр е правасăр пулни кĕреççĕ.
Жалоба хăварма май паракан мĕнле те пулин приложени пур-и?
Халлĕхе çук, анчах та çак варианта пăхса тухаççĕ.
„Газон” тесе мĕне калаççĕ?
Законра термина çакăн пек ăнлантарса çырнă: „ешĕллетнĕ территори” – курăк, чечек тата (е) йывăç-тĕм ÿсекен çĕр участокĕн çийĕ, ун хĕррине чулпа чикĕленĕ (поребрика, бордюр) тата (е) çуран çÿрекенсен, велосипедпа тата çуран çÿрекенсен, велосипедпа çÿрекенсен хытă витĕмлĕ çулĕпе чикĕленĕ.
Енчен те ыйтусем пур пулсан, ăçта шăнкăравламалла?
Çĕнĕ закон çинчен кирек епле информацине хăвăрăн административлă комиссин секретарĕн телефонĕпе ыйтса пĕлме пулать, закона пăснă тĕслĕхре – Пушкăртстан Республикин юстици ĕçĕсем тăрăх Государство комитечĕн административлă комиссисемпе ĕçлес енĕпе пая 8 (347) 218-10-34 телефонпа шăнкăравлăр.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.